Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Яков Ухсай

Ухсай Яков Гаврилович (чӑн хушамачӗ Никифоров) — чӑваш сӑвӑҫи Ҫавӑн пекех литературӑри ытти жанрсенче те (драматургь, публицистика) паларнӑ. 1911 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Пелепей районӗнчи Слакпуҫра ҫуралнӑ. 1986 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ, ӑна Слакпуҫ ял ҫывӑхӗнчи Кӗсле ту ҫине пытарнӑ.

1938 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1945 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, 1950 ҫулта Чӑваш АССРӗн халӑх сӑвӑҫи ячӗсене тивӗҫнӗ. 1971 ҫулта Чӑваш АССРӗн К.В.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийен, 1972 ҫулта А.М. Горький ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премийӗн лауриачӗ пулнӑ.

Вӑрҫӑра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ медальсене тивӗҫнӗ. Литература тӗлӗшӗнчи ӗҫшӗн Ленин орденне, Октябрьти Революци орденне, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата «Хисеп палли» орденӗсене тивӗҫнӗ.

Унӑн ятне 1984 ҫулта Чӑваш Енӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине ҫырса кӗртнӗ.

Шупашкарта ун ячӗпе пӗр урам ятне панӑ, ҫавӑн пекех Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗ пур. Тӑван ялӗнче музей йӗркеленӗ.

Кун-ҫулӗ

Мускав патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Унтах «Коммунар» чӑвашла хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. Ӗпхӳри НИИ ЯЛИре вӑй хунӑ. Патӑрьелти тата Чӗмпӗрти педагогика училищисенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

1940-мӗш ҫултан пуҫласа Шупашкарта пурӑннӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Совет Ҫарӗн паттӑр салтакӗсемпе пӗрле Атӑл хӗрринчен Шпрее патне ҫити утса тухнӑ. Ҫар хаҫатӗнче ӗҫленӗ, совет салтакӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен нумай сӑвӑ-поэма ҫырнӑ. 1946 ҫулта киле таврӑннӑ, 1949 ҫулччен кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Я.Ухсай ҫырнисем шухӑшпа санар хӑйне евӗрлӗхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Вӑл сӑвӑлла трагедипе сӑвӑлла роман жанрӗсене аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Унӑн «Кӗллук мучи», «Ҫӗр», «Шурӑ хурӑнпа калаҫни», «Чапаевпа тӗл пулни», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм» поэмисем, «Ту урлӑ ҫул», «Акӑшкӳл» сӑвӑлла романӗсем, «Хура алчел», «Тутимӗр», «Шуйттан чури» трагедийӗсем Ухсай чӑн-чӑн сӑмах ӑсти пулнине туллин ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Я.Ухсай литература тӗпчевӗнче те, куҫару енӗпе те нумай вӑй хунӑ. Вӑл чӑваш поэзийӗн классикӗн К.В.Ивановӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырнӑ, тӑван ҫӗре, ҫут ҫанталӑка хӳтӗлесе хӗрӳ статьясем пичетленӗ.
Унӑн пурӗ 60 кӗнеке яхӑн пичетленсе тухнӑ:

  • «Вут чӗлхе» (сӑвӑсемпе поэмӑсем);
  • «Телей» (поэма);
  • «Сӑсар ҫӗлӗк» (сӑвӑллӑ калав);
  • «Хура элчел» (сӑвӑллӑ трагеди, 1941);
  • «К.В. Иванов» (биографиллӗ очерк);
  • «/lib/keneke/13.html_Тутимӗр» (1941);
  • «Кӗлпук мучи» (1950);
  • «Ту урлӑ ҫул» (1952, 1965);
  • тата ыттисем.

Яков Гаврилович К.В. Иванов пултарулӑхӗ ҫинчен, Чӑваш Енри юханшывӗсемпе ҫӗрӗсем ҫинчен публицистикӑллӑ статьясем ҫырнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Яков Ухсай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2017-07-08 00:01:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 17507 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем